Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.3 °C
Чӑн сӑмахӑн суйи ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аллӑ ҫул — паллӑ ҫул (Надежда Георгиевна)

К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗ Николай Котеев утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗнче 50 ҫул тултарчӗ.

Илӗртӳллӗ те сӑпайлӑ, ҫав вӑхӑтрах харсӑр та хӑватлӑскер халӗ те хӗр-упраҫсен чун тыткӑчи. Вӑл Хӗрлӗ Чутай салинче кун ҫути курнӑ. Шкулта вӗреннӗ чухнех артист пулма ӗмӗтленнӗ ҫеҫ мар, унӑн вӑрттӑнлӑхӗсене уҫма та пултарнӑ. Ҫапла тума ЧР тава тивӗҫлӗ учителӗ Роберт Галимов ертсе пыракан драма кружокӗ пулӑшнӑ. Вӑтам шкул хыҫҫӑн кам пуласси, ӑҫта вӗренме каясси пирки пуҫ ватма кирлех те пулман. Ун телейне ҫав ҫул М.С.Щепкин ячӗллӗ театр аслӑ училищинче чӑваш студине йӗркеленӗ. Ӑна Владимир Смирнов педагог ертсе пынӑ. Пулас артистсене Шупашкарта, Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче, темиҫе тур витӗр кӑларса экзаменсем тыттарнӑ. Николай Котеев та ҫӗр-ҫӗр ҫамрӑк йышӗнче Мускава артиста вӗренме кайма ӗмӗтленнӗ.

1983 ҫулта Чӑваш патшалӑх академи драма театрне таврӑннӑ. Ҫавӑнтанпа унӑн пултарулӑх лаҫҫинче ӑнӑҫлӑ калӑпланӑ вун-вун роль. Ҫав шутра: Сартюк — «Хӳхӗм хӗрӗн хӳхлевӗ», Александр — «Вӗҫкӗн Ваҫҫан ҫиччӗмӗш арӑмӗ» (Н.Сидоров), Капитан — «Салтак юратӑвӗ» (Н.Угарин), Виктор — «Кил» (Ф.Абрамов) тата ыттисем.

Юлашки ҫулсенче Николай Котеевӑн репертуарӗ кӑткӑс та тарӑн шухӑша яракан сӑнарсемпе пуянланчӗ. Кусем — Егор («Юратсан юрлас килет»), Марей («Чунсенӗ чӗпетет ҫил-тӑман»), Чудеев («Виҫӗ туй»), Гриша («Укҫа чул кастарать»)...

Яблоков сӑнарӗ («Куккук куҫҫулӗ», Алексей Толстой) пирки уйрӑммӑн чарӑнса тӑрасшӑн. Кунта актер хӑйӗн геройӗн чунне витӗмлӗ уҫса панӑ. Асӑннӑ роле «Чӗнтӗрлӗ чаршав» республика конкурсӗн жюри членӗсем те асӑрхамасӑр иртмен. Котеев 2010 ҫулта Яблоков сӑнарӗпе «Чи лайӑх арҫын ролӗ» номинацире ҫӗнтернӗ.

Артиста Тав хучӗпе темиҫе хут хавхалантарнӑ, Чӑваш республикин Патшалӑх Канашӗн Хисеп грамотипе наградӑланӑ.

Надежда Георгиева
«Хыпар», 2011, ҫурла, 6


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2011-08-14 23:18:01 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2550 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем